Пуҫӗ — Вӗҫӗ

 

5594Малалла пӑх, малалла ут, малтине хӑваласа ҫит.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5595Малалла утнӑ май каялла та пӑхкала.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5596Малашӗ малта, каяшӗ кӑмакара.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5597Малтан ӑс ҫитмесен кайран ан та шухӑшла.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5598Малтан йӑмӑх пулсан кайран шупкалать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5599Малтан калаҫма вӑтаннӑ, кайран вӑрҫма ӳркенмен.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5600Малтан савӑнсан кайран макӑрас пулать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5601Малтан санне, кайран харпӑр хӑйӗнне.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5602Малтан хӑйне асла хуракан кайран кӗҫӗн пулнӑ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5603Малтан хӑпманни кайран та хӑпмасть.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5604Малтан хӑраманна кайран нимӗн те тӑвас ҫук.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5605Малтан хыптаракан ҫын кайран тӑранать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5606Малтан ыраш вырмалла, кайран ҫур тырри вырмалла.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5607Малти урапа кӑҫтан куҫать, кайри те ҫантанах куҫать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5608Малти чӗпӗ малалла, кайри — каялла.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5609Патак икӗ вӗҫлӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5610Патакӑн вӗҫӗ пӑхлӑ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5611Патакӑн пӗр вӗҫӗ ҫуллӑ, тепӗр вӗҫӗ вараланчӑк теҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5612Пӗр пӗтсен йӑлтах пӗтет.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5613Пӗрремӗш шушкӑ кайранхинчен тутлӑрах пулать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5614Пӗтересси тӑвасси мар, часах пулать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5615Пӗтнӗ ҫимӗҫӗн тути ҫук.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5616Пуҫӑн килсе кутӑн тух.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5618Пуҫӗ — пӗлтерет, вӗҫӗ — пӗтерет.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5617Пуҫӗ вӗҫерӗнсен хӳринчен ярса тыт.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5619Пуҫӗ пулаччен хӳри пул.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5620Пуҫӗ пулсан вӗҫӗ пулать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5621Пуҫлакана мухтав мар, вӗҫлекене мухтав.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5622Пуҫлама пӗлнине вӗҫлеме те пӗлес пулать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5623Пуҫламӑш йӑрана чӗрме кашни ҫыннах шанмаҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5624Пуҫламӑшсӑр вӗҫӗ ҫук.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5628Пуҫланӑ — пуҫ пулнӑ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5625Пуҫланӑ ӗҫ виҫ ҫул выртнӑ тет.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5626Пуҫланӑ ӗҫӗн ури пур.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5627Пуҫланӑ капана тӗплесех пулать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5629Пуҫланӑ юрра вӗҫлесех пулать.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5630Пуҫланипе ан мухтан, вӗҫленипе мухтан.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5631Пуҫласси яланах йывӑр.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5632Пуҫличчен пуҫласси, пуҫласан пӗтересси теҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5633Пуҫне ан пӑх, вӗҫне кӗт.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5634Ҫӗрте малта пыр, пинте кая ан юл.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5635Турӑпа пуҫла, Турӑпа пӗтер.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5636Утакан малаллах каять.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5637Халӑхран мала иртсе ан кай, халӑхран кая ан юл.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5638Хулара кайра ҫӳриччен ялта малта ҫӳреп теҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5639Хыҫалтан пулсан та ут, юлсан — тӑлӑха юлӑн.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5640Хыҫри ҫынна кӗтиччен малти ҫынна хуса ҫит.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5641Шӑтнӑ курӑк малалла теҫҫӗ.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5642Шурӑ сурпанӑн вӗҫӗ ҫук, тӑкӑннӑ ҫулҫӑн шучӗ ҫук.Пуҫӗ — Вӗҫӗ
5643Шухӑшламасӑр ан пуҫла, пӗтермесӗр ан пӑрах.Пуҫӗ — Вӗҫӗ